Чӑваш Енре премьер-министра тата министрсене хваттер тара илсе пурӑннин тӑкакне хыснаран саплаштарӗҫ. Ҫавӑн пек йышӑну проектне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ йӗрке Министрсен Кабинечӗн Председательне, премьер-министрӑн ҫумӗсене, министрсене, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн полпредне пырса тивӗ. Вӗсене тӑкака патшалӑх должноҫӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра саплаштармалла.
Хваттер тара илсе пурӑнас, ҫавӑншӑн хыснаран укҫа илес текен тӳре-шаран социаллӑ килӗшӳ мелӗпе е харпӑрлӑхри ҫурт-йӗр пуррипе ҫуккине шута илӗҫ. Асӑннӑ пурлӑх Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, ӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулсан тара илнин тӑкакне спалаштармӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Пысӑк Чӑрӑш ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ 2015 ҫултанпа культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унчченхи авариллӗ лару-тӑрура пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна клуба куҫарма йышӑннӑ. Унта ФАП 7 ҫул ӗҫленӗ. Анчах халӗ унӑн ӗҫне чарса лартнӑ.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче экспертиза ФАП санитарипе эпидемиологи требованийӗсене тивӗҫтермест тесе йышӑннӑ. Унти пӳлӗмсем санитрии йӗрки ыйтнинчен пӗчӗкрех-мӗн.
Пысӑк Чӑрӑшра ҫӗнӗ ФАП 2024 ҫулта ҫеҫ тума палӑртнӑ. Ку ялти медпункта 5 ялти 370 ҫын ҫӳренӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр килтех музей йӗркеленӗ. Экспонатсене вӗсем хӑйсем пуҫтарнӑ. Ку тӗллевпе килӗрен те ҫӳренӗ. Пӗррехинче вара кӑларса ывӑтнӑ кивӗ ӑпӑр-тапӑр купи патне те япала пуҫтарма кайнӑ.
Филимоновсем музей йӗркелеме 40 ҫул каяллах пуҫланӑ. Ямаш шкулне ӗҫлеме килсен Ираида Николавнӑпа Николай Петрович коллекци пуҫтарма тытӑннӑ. Вӗсен историпе таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленнӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ялта килӗрен ҫӳресе кирлӗ мар япаласене ыйтнӑ.
Ираида Николаевна шкулта чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентнӗ. Ҫавна май экспонатсем ӑна уроксем ирттерме те кирлӗ пулнӑ. Халӗ весем музей пулӑшнипе истори пирки ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлтересшӗн.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. 23 ҫулти водитель ҫул ҫинчи виҫӗ ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, пӗри вилнӗ.
Мӗн тунӑ-ха ҫав виҫӗ ҫын ҫул ҫинче? Унччен кӑшт маларах ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ, унти ҫынсем мӗн пулнине пӑхмашкӑн салонран тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра 23-ри водитель, Шупашкар енне кайма тухнӑскер, вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Ҫул ҫинче тӗттӗм пулнӑ, ҫитменнине, юр ҫунӑ.
63 ҫулти хӗрарӑм, Канашра пурӑннӑскер, вилнӗ. Унӑн упӑшкине тата тепӗр машина водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен шыв башни ҫӗрле йӑтӑнса аннӑ, виҫӗ пая катӑлнӑ.
Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх, пусӑм пысӑк чухне насос хӑй тӗллӗн сӳнмелли хатӗр ҫук, ҫавна май шыв тӑкӑнса башня хӗррипе пӑрланса ларнӑ.
Ку башньӑна нумаях пумасть кӑна лартнӑ-мӗн. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Раҫҫейре электротранспорт валли инфраструктура хатӗрлессипе пилотлӑ сӑнав ирттерме йышӑннӑ. Электромобильсемпе электробуссем валли зарядка станцийӗсене федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем хӗрринче тата ятарлӑ территорисенче туса лартӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Пилотлӑ эксперимент 2024 ҫулччен пурнӑҫа кӗрӗ. Унта 16 территорипе пӗр автомагистраль кӗнӗ.
2022 ҫул тӗлне зарядка инфраструктурине Краснодар крайӗнче, Крымра тата Севастополь хулинче, Ленинград, Мускав, Чулхула, Сахалин облаҫӗсенче, Тутарстанра туса лартмалла. Пилотлӑ ҫул вара «Дон» М-4 федераци трасси тесе йышӑннӑ.
2023 ҫул тӗлне зарядка станцийӗсем Владимир, Воронеж, Калининград, Липецк, Ростов, Тула облаҫӗсенче, Приморье тата Ставрополь крайӗсенче, Чӑваш Енре, Мускавра тата Питӗрте пулӗҫ.
Шупашкарта – 32 станци, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 2, Етӗрне, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче – 2-шер, Куславкка районӗнче – 2, Шупашкар районӗнче — 4, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 1-ер.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче газпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑран 2 пин ытла ҫын газсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки район администрацийӗ пӗлтерет.
13 ялта газ пулман. Ку 1495 ҫурта пырса тивнӗ. Икӗ ял тӑрӑхӗнче пӗтӗмпе 2310 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 240-шӗ – ачасем.
Аварие ҫав кунах, 23 сехет те 15 минутра, сирнӗ. Тепӗр кунхине ирхи 8 сехетре ҫуртсене газ пама тытӑннӑ. Ӑнсӑртран мӗн те пулин сиксе ан тухтӑр тесе килсем тӑрӑх полици, администраци специалисчӗсем, хастарсем ҫӳренӗ.
Никита Сверчков живописец, график ҫуралнӑранпа кӑҫал 130 ҫул ҫитрӗ.
Паллӑ ӑста 1891 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне, 1917 ҫулта Санкт-Петербургри ӳнер академийӗн аслӑ ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1931 ҫулта вӑл Омскри чукун-ҫул транспорчӗн инженерӗсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Бийск тата Омск хулисенче ӗҫленӗ. 1923-1941 ҫулсенче «Капкӑн» журналта художникра тӑрӑшнӑ. 1940-1951 ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вӗрентнӗ, 1948-1951 ҫулсенче Шупашкарти пӗрремӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ.
Паян Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫинче ӳнерҫӗ ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ҫуртра Никита Сверчков хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки 12 ҫулне пурӑнса ирттернӗ.
Рельеф авторӗ – Игорь Голубев ҫамрӑк скульптор.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем сӑмавар вӑрлакансене тытса чарнӑ. Вӗсем пӗр машинӑра вӑрланӑ япаласем пулма пултарни пирки вӗсене пӗлтернӗ.
Кӗҫех полицейскисем Ҫӗрпӳ районӗнче ВАЗ-2111 машинӑна чарнӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр тултарса лартнӑ. Тимӗр-тӑмӑр ӑшӗнче ҫав икӗ ҫын вӑрланӑ икӗ сӑмар пытарнӑ.
Ҫак ҫынсене вырӑнти полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ Тӑван ҫӗршыв геройӗсен кунне халалласа Социализмла ӗҫ геройне тата Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне саламланӑ.
Учреждени директорӗ Ренада Фёдорова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ҫип арлаканта ӗҫленӗ Таисия Афанасьевӑна (вӑл Социализмла ӗҫ геройӗ, Чӑваш Енӗн промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынн. Хӗрарӑм ҫав районти Паваркассинче ҫуралнӑ) тата Шупашкарти машина тӑвакан заводра токарьте ӗҫленӗ, Ӗҫ мухтавӗн орденӗсен тулли кавалерне Александр Виноградова килӗсене ҫитсе саламланӑ, парнепе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |